Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, пуҫа вырнаҫман япала пулса иртнӗ. Паян кӑнтӑрла Йошкар-Олари Пепкелӗх центрӗнчен тин ҫуралнӑ ачана вӑрланӑ.
Хӗрача паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кун ҫути курнӑ. Вӑл 48 сантиметр ҫӳллӗш ҫуралнӑ. Вӑрласа кайнӑ вӑхӑтра пепкене сирень тӗслӗ чечексем ӳкернӗ шурӑ распашонка тӑхӑнтартнӑ пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗ тӳрех икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: ачана вӑрланӑшӑн тата тухтӑрсем тимлесе ҫитерейменшӗн. Ачана йӗрке хуралҫисемпе пӗрле «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыраҫҫӗ.
Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна виҫӗ эрне шыраҫҫӗ. Вӑл хӑй вӗренекен заведенийӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман.
Нелюбовский Дмитрий Владиленовича юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ. Вӑл таврӑнман, Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫамрӑка Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем, полици, нимеҫӗсем, Росгварди шыраҫҫӗ. Дмитрий 168 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ кӑвак. Общежитирен кайнӑ чухне калпак, кӑвак куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ҫывӑрнӑ чухне асӑрхамасӑр пӗчӗк ачине вӗлернӗ. Амӑшӗ пӗчӗкскер ҫине хӑпарса выртнӑ, хӗрача сывлӑш ҫитменнине пула вилсе кайнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ача 3-4 уйӑхра ҫеҫ пулнӑ. Шел те, пӗчӗкскере ҫӑлса хӑварма май килмен.
РФ Следстви комитечӗ ку пӑтӑрмах чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев халӗ те пырать.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Атӑл ҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Унта водолазсем, ҫӑлавҫӑсем тата следовательсем ӗҫленӗ.
«ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври водолазсен ушкӑнӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна Куславкка районӗнчи Криуш ялӗ ҫывӑхӗнче шыранӑ.
Ҫак ӗҫе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫӑлавҫисем те хутшӑннӑ. Анчах ведомство кун пирки нимӗн те хыпарламан.
Водолазсемпе ҫӑлавҫӑсем нимӗн те тупайман. Специалистсен ӗҫне шыв юххи вӑйлӑ пулни те йывӑрлатнӑ.
Шупашкарта кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хӗрачана нимеҫӗсем те шыранӑ.
Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Хӗрачана тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. 14-ри хӗрача виллине тупнине Следстви комитечӗ те ҫирӗплетнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрачапа мӗн пулса иртнине хальлӗхе тӗплӗн пӗлтермеҫҫӗ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ.
Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан Петр Димитриевич Заказова тӑванӗсем ҫухатнӑ. Вӗсем ӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнченпе курман. Арҫын ҫухалнӑ. Ӑна халӗ следовательсем те шыраҫҫӗ.
50 ҫулти Петр Заказов тӑванӗсемпе юлашки хутчен раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухнӑ. Унӑн хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсем унӑн машинине тупнӑ, хӑй вара ҫук.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ведомство хыпарсӑр ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ, ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Упӑшки 11 ҫулти хӗрне хӗнени пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Следстви комитетне кӑсӑклантарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ҫемьерен уйрӑм пурӑнать, тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшать.
Сӑмах – Улатӑрта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын пирки. Вӑл ҫур ҫулта 11 ҫулти хӗрне виҫӗ хутчен хӗненӗ. Малтан ача кавир ҫине сӗткен тӑкса янӑ, тепрехинче килти йытта кӑра арҫынран хӳтӗлеме тӑнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче хӗрача ашшӗне эрехрен писме ыйтнӑ. Ҫакӑншӑн пӗчӗкскере пӗҫерккӗ лекнӗ.
Амӑшӗ чӑтайман – кун пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ытти тӗслӗхе те тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ ҫемьерен уйрӑм пурӑнакан арҫын эрех ӗҫме пӑрахнӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шӑннипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Следовательсем ял ҫыннисенчен ыйтса пӗлнӗ. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ. Вӑл 69 ҫулта пулнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук.
Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем ҫакна уҫӑмлатӗҫ: хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ е ҫук.
Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд вӑл ывӑлне хӗненине, тивӗҫлипе пӑхманнине палӑртнӑ.
37 ҫулти хӗрарӑм амӑшӗн тивӗҫне лайӑх пурнӑҫламан. Вӑл кирек мӗнле вӑхӑтра та ытти ҫынсемпе эрех ӗҫме пултарнӑ, ывӑлӗпе интересленмен.
Утӑ уйӑхӗнче вара хайхи амӑшӗ ӳсӗр чухне пӗчӗкскере хӗненӗ. Ачапа мӗн пулса иртнине опека органӗ пӗлсен ӑна пульницӑна вырнаҫтарнӑ, унтан – ача ҫуртне. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |